"АСАТТЕ ХАЛАПӖСЕМ" конкурс

"АСАТТЕ ХАЛАПӖСЕМ" конкурс

Ҫĕрпÿри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхине тата Мухтавлă ентешсен  ҫулталăкне халалланă тĕрлĕ ĕҫ-пуҫ пулса иртет. Ака уйӑхӗн 26 – мӗшӗнче те Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкулӑн акт залӗ лӑк туллиех пулчӗ. Ачасене унта "АСАТТЕ ХАЛАПӖСЕМ" конкурс пуҫтарчӗ. Конкурс пуҫланиччен ачасем  « Чăваш енĕн паллă ҫыннисем» ятлă викторинăна хутшăнчĕҫ. Викторина хуравĕсене вĕсем  ҫăмăллăнах  тупрĕҫ. "АСАТТЕ ХАЛАПӖСЕМ" конкурса 1-8 класра вĕренекенсем хутшăнчĕҫ.  Конкурса хутшӑнакансем пӗр - пӗринпе тупӑшсах И. Я. Яковлев калавӗсене вуларӗҫ. Ачасем конкурса тарăшса хатĕрленни курăнчĕ. И.Я.Яковле калавĕсене пĕчченшерĕн те вуларĕҫ, ушкăнпа выляса та кăтартрĕҫ. Ачасем уйрăмах ҫак калавсене килĕштерни палăрчĕ: «Автан», "Сармантей", "Лаша шырани", "Кулачă», "Ҫуркунне", "Кахалпа Юлхав", «Йăлăнтарни», «Пулăра». Иван Яковлев калавĕсем ачасене ырра, тĕрĕслĕхе, ĕҫченлĕхе, ваттисене хисеплеме вĕрентеҫҫĕ.

И.Я.Яковлев пулас ӑрӑва тӑван чӗлхене упрама пиллесе каланӑ: «Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук». Унӑн «Халалӗ» вара пирӗн ӑрӑва хӑварнӑ ырӑ сунӑм пулса тӑрать

Фотогалерея